Искусство шкулĕ - аллă çулта

Районти искусство шкулĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитет. Сумлă юбилей ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсем пуçланнă та ĕнтĕ.

Нумаях пулмасть искусство шкулĕн выпускникĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ. Шкулăн малтанхи директорĕсенчен пĕри Тит Порфирьевич Титов, преподавательте тăрăшнă Надежда Анатольевна Чернова, Галина Геннадьевна Степанова, Владимир Петрович Михайлов, Наталья Вадимовна Ковшова, Ильдус Минсеетович Шайдуллин, Виктор Александрович Кокшин, Ильнар Фаратович Хисамов преподавательсем пухăнса калаçнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, иртнине аса илнĕ.

1965 çулта искусство шкулне пуçласа 14 вĕренекене йышăннă. Паян вара асăннă шкулта 400 ытла вĕренекен пĕлỹ пухать. Искусство шкулне çỹрекен ачасем юрлама, ташлама, ỹкерме хăнăхаççĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляма вĕренеççĕ. Вĕсем - нумай-нумай конкурс çĕнтерỹçисем. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăсталăха хăнăхнипе пĕрлех ашшĕ-амăшне те ĕçе явăçтараççĕ. Юбилей ячĕпе вĕсем валли хореографи, музыка, ỹнер уйрăмĕсенче ятарлă мастер-классем йĕркеленĕ.

А.АНТОНОВА.