Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче пултаруллă çамрăксене ятран паракан стипендие палăртасси çинчен хушăва алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн уйрăмах хастар вĕренекенсем кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 2017 çулхи августăн 31-мĕшĕччен 400 тенкĕлĕх стипенди илсе тăрĕç. Республикăри культурăпа искусство сферинчи чи лайăх вĕренекенсем хушшинче Комсомольскинчи искусство шкулĕнче пĕлỹ илекен Настя Чипчигина пурри уйрăмах савăнтарать. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Настя Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ỹснĕ. Сăпайлă хĕрпĕрчи пур çĕрте те хастар. Çапах та уншăн вĕренỹ те пĕрремĕш вырăнта. - Пирĕн Настя чăннипех те маттур. Районти çеç мар, республикăри олимпиада-конкурссенче тăтăшах çĕнтерỹçĕсен йышне лекет. Анлă тавракурмлăскер, юрра-ташша та ăста. Нимĕнле уяв та пултаруллă пикесĕр иртмест. Район шайĕнче иртекен уявсенче лартакан концертсене те вăл яланах хутшăнать, хăйĕн çулăмлă ташшисемпе тĕлĕнтерет. Пур çĕрте те ỹсĕмсемпе палăрать, - тет директор çумĕ Людмила Абрамова хăпартланса. Хастарлăхне кура ĕнтĕ вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. - Маншăн ку кĕтменлĕх пулчĕ. Ара, кунашкал хисеп малашне те ỹсĕмсем тума пулăшĕ. Умра - анлă çул. Кашни кун çунатлă ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăп. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем те сисĕнмесĕрех çывхарĕç. Паллах, пултаруллă енсене пытармалла мар, малалла туртăнмалла: шикленмесĕр, харсăррăн, хăюллăн. Хăвăр тăрăшнине кура мухтакансем те, пулăшакансем те пулĕç, - терĕ Настя Чипчигина стипендиат. Чăн та, республика ертỹçин стипендине тивĕç пулма пĕрре те çăмăл мар. Нумай-нумай çынран суйласа илнисем хушшинче эс те пулни калама çук пысăк чыс. Настя мĕн кĕçĕн класран тăрăшса вĕренни, кашни конкурса хутшăнни сая кайман. Тав хучĕ, грамота, диплом... Мĕн пĕчĕкрен пуçтарса пынă вăл вĕсене. Акă, ялти çамрăксем хушшинче иртекен "Ташă пултарулăхĕ" республикăри уçă фестиваль-конкурсран та Настя кашни çулах дипломпа таврăнать, пĕлтĕр те вăл унта гран-при çĕнсе илнĕ. Кăçал вара "Юные дарования Чувашии" республикăри фестиваль лауреачĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне маттур хĕрпĕрчи республикăра тата республика тулашĕнче иртекен "Калейдоскоп талантов", "Радуга танца KIDS", "Страна талантов", "Танцевальный каскад", "Веселый башмачок" Пĕтĕм Раççейри тата республикăри фестиваль-конкурссенче тĕрлĕ çулсенче малти вырăнсене йышăннă. Урмаелте кашни çулах иртекен "Урмай-залида" фестивальте те хĕрача пĕрре мар 1 степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Уйрăм ташăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухнисĕр пуçне, Анастасия искусство шкулĕнчи ушкăнпа таçта та çитет. Кунти çитĕнỹсене вара çырса пĕтерме те çук. Настя чăнахах та талантлă та тĕрлĕ енлĕ аталаннă хĕрпĕрчи тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕренỹре "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан, нумай-нумай конкурс, фестиваль лауреачĕ 2015 çулта пĕтĕм халăхсем хушшинчи "Артек" ачасен центрне канма кайма путевкăна тивĕçнĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл тата та пысăк тĕллевсене парăнтарĕ. Çакăнта вара эпĕ ăна ăнăçупа телей çеç сунатăп. Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"