Баян уншăн чунуççи

айонти искусство шкулĕнче кашни кунах ĕç вĕрет. Шкулăн алăкĕсене уçатăн та асамлăх тĕнчине лекетĕн. Пĕр пỹлĕмре баянпа çĕнĕ кĕвĕ кăларма тăрăшаççĕ , тепринче фортепианопа калама хăнăхаççĕ, гитара пăнтăртатни те хăлхана кĕрет. Ытти пỹлĕмсенче çамрăк юрăçсен уçă сассисем чуна çемçетеççĕ, ташлакансен ура сассисем те çывăхрах илтĕнеççĕ, ỹкерме кăмăллакансен киçтĕкĕ алăра вĕлт-вĕлт çеç вылять. Ачасем кунта кашни кунах киле васканă пек васкани куç кĕрет. Пурте хăвăрттăн утса кĕрсе кирлĕ пỹлĕмре çухалаççĕ, хăшĕ-пĕрисем коридорта хăйсен вăхăтне кĕтсе лараççĕ.

- Пуринпе те пĕр вăхăтра заняти ирттерме май çук. Ятарлă расписанипе килĕшỹллĕн ачасем палăртнă вăхăта килеççĕ. Пĕри баянпа калама вĕренет, тепри фортепиано умне ларать, - паллаштарчĕ Любовь Александровна Петрова музыка учителĕ манпа тĕл пулнă май.

Педагог 33 çул ачасене пĕлỹ парать, тĕрлĕ инструментпа калама вĕрентет. Тĕлĕнмелле те пек, Любовь Александровна районти музыка шкулĕнче пуçласа ĕçе кỹлĕннĕ те, паянхи кунчченех çакăнта тăрăшать.

1983 çулта вăл, Шупашкарти музыка училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, направленипе района килнĕ те, çакăнтах тĕпленнĕ. Ун чухне вĕсем икĕ хĕр - Лариса Телегина тата Любовь Кутова - çамрăк специалистсем музыка шкулĕнче ĕçе кỹлĕннĕ. Канаш хулинче çуралса ỹснĕ пултаруллă педагог ачасене баянпа, фортепианопа выляма хăнăхтарма пуçланă. Ачасене ăсталăха вĕрентнипе пĕрлех 1998-2003 çулсенче Любовь Александровна куçăмсăр майпа Хусанти культура университетĕнче пĕлỹ пухнă.

33 çул хушшинче педагог вун-вун ачана музыка пĕлĕвĕ панă. Акă, Ильдус Шайдуллин, Ильнар Хисамов, Фанис Сатертдинов, Азат Фасхутдинов - унăн вĕренекенĕсем. Вĕсем паян алла баян тытса çепĕç юрă шăрантарни, хăйсем те ачасене юрлама, инструментпа калама хăнăхтарни педагогшăн калама çук пысăк савăнăç.

- Любовь Александровна, çемьере ачасене музыкăпа мĕнле туслаштармалла?- кăсăклантăм эпĕ.

- Чăннипе, музыкăпа ачана мĕн пĕчĕкрен туслаштармалла. Пепке çуралсассăнах сăпка юрри шăрантармалла. Юрлас теместĕр пулсассăн, пĕр-пĕр классика кĕввине ярса пани те питĕ лайăх. Килте çепĕç кĕвĕ янăрани ачасемшĕн çав тери усăллă. Шкула çỹреме пуçласассăн искусство шкулĕн алăкне ача, паллах, пĕччен уçаймасть. Кунта ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвĕ, пуçарулăхĕ кирлех. Пĕрремĕш утăмсене шăпах пĕрле тумалла. Акă, сăмахран, музыка учителĕсем эксперимент ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачана музыка шкулне ирĕксĕрлесе илсе килнĕ, теприсен ачи маларах чупса пырса хăй ирĕкĕпе шкул алăкне васкаса уçнă, аслисемшĕн вăл мĕн тăвас тени пурпĕрех пулнă. Пĕлетĕр-и, искусство шкулĕнче хăш ача лайăхрах вĕренме пултарать тата педагог хăшне суйласа илет? Паллах, ашшĕ-амăшĕ вăйпа илсе килнине. Мĕншĕн тесессĕн шăпах çак ача чи тăрăшуллă вĕренекенсенчен пĕри пулать. Пурнăçра та çаплах. Тĕслĕхрен, ман класра вĕренекенсем пурте шкула ашшĕпе е амăшĕпе пĕрле килнĕ. Вĕсем паянхи кун та музыка урокĕсем мĕнле иртнипе, çитĕнỹсемпе кăсăкланаççĕ. Кун пек чухне ĕçлеме те çăмăлрах.

- Паянхи кун Сирĕн миçе вĕренекен?

- 13 вĕренекенрен пиллĕкĕшĕ баянпа калама вĕренет, пĕр хĕрача купăспа калама хăнăхать, ыттисем вара фортепианопа туслашаççĕ. Инструментпа выляма вĕренесси çăмăл мар. Ачасен чăтăмлă, çирĕп кăмăллă пулмалла. Сăмахран, пĕр-пĕр произведени сыпăкне темиçе хутчен выляса çирĕплетсе хăвармалла. Çакна занятие çỹрекен кашни ача лайăх пĕлет, апла пулин те пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе кашни кунах пỹлĕм алăкне хавас кăмăлпа уçать. Çакă вара чăннипех те ĕçлеме хавхалантарать.

- Вĕренекенсем конкурссене те хутшăнаççĕ пулĕ?

- Паллах, районта иртекен уявсенче ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Республика шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене те хутшăнма тăрăшатпăр. Çитĕнỹсем те пур. Шăпах конкурссем ачасен пултарулăхне уçма тата аталантарма май параççĕ.

Любовь Александровна вĕренекенсене музыка ăсталăхне мĕн пултарнă таран вĕрентме тăрăшать. Хăй те пушă вăхăт тупăнсанах алла баян тытать те тĕрлĕ çемĕ калать. Баянпа хитре вылясси вара унăн ашшĕнчен, Александр Иванович Кутовран, пырать пулĕ. Ашшĕ хулари чи ăста купăсçăсенчен пĕри пулнă. Паян çемьере Александр Иванович ĕмĕрĕпех вылянă "Тула" купăс тирпейлĕн упранать. Вăл самаях кивелнĕ пулин те Любовь Александровна унпа выляма кăмăллать.

- Пỹрнесем вылянă чух выляс та выляс килет. Унăн сасси хăйне евĕр урăхла илемлĕ, уçă янăрать, - пĕлтерчĕ музыка учителĕ купăса алла илнĕ май. Çак инструмента искусство шкулĕнче вĕренекенсем те кăмăлланă. Çавна май педагог ăна реставрацилесшĕн, юсаса çĕнетесшĕн.

Пушă вăхăт тупăнсанах Любовь Александровна алла çип çăмхи тытать. Тĕрлĕ япала çыхасси - унăн чун киленĕçĕ. Евгений мăнукĕпе пĕрле тĕрлĕ тетте ăсталама та вăхăт тупаççĕ. Маттур хĕрарăм сăвăсем те шăрçалама ăста. Паян эпир унăн пĕр сăввипе паллаштарасшăн.

Жизнь идет

Жизнь идет, ничего не успеваю,

А как хочется за всем поспеть,

На пороге осень закружила

И тихонечко стучится в мою дверь.

Ливень льет или метель кружится

- В жизни все такая суета.

Ты сегодня может, и не вспомнишь,

О том, что произошло вчера.

Появился ты или ушел из жизни,

Для кого-то не значишь ничего.

Трудно выжить в суетливом мире,

Сохрани себя самого.

Сохрани свое детство с котенком,

Юность с первой любовью храни.

А свою семью дорогую

В своем сердце всегда береги.

Пусть на улице дождь и слякоть,

Катаклизмы пусть за окном,

Не пускай ты их в свою душу,

Ведь душа - это внутренний дом.

В доме все должно быть в порядке

Мысли, думы на месте стоять.

И поступки свои совершая

Должен ты за них отвечать.

Трусость, ложь, лицемерие выбрось,

Тебе с ними не по пути.

Любовь, доброта, справедливость -

С ними по жизни иди.

Çак кунсенче вара пултаруллă педагогăн ĕçри ỹсĕмĕсене палăртса, вăл ачасене тарăн та паха пĕлỹ панине хакласа, Любовь Александровнăна "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă. Саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, ăнăçупа çитĕнỹ сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"