Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Çак кунсенче республикăра "Виçĕ хĕвел" конкурс-выставкăна пĕтĕмлетнĕ. Асăннă конкурса районти искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Мальвина Григорьева хутшăннă. "Текстиль" номинацире вĕренекен III степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, Надежда Абдюшева педагогăн вĕренекенĕсем республикăри конкурссенче пĕр хутчен кăна мар палăрнă.

Н.КОВШОВА.