Выставка уçăлнă

Ỹнер уйрăмне çỹрекен вĕренекенсем тăтăшах хăйсен ăсталăхне ỹстерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас тесе тимлеççĕ. Вĕсен ĕçĕсемпе ыттисем те пахалама хавас. Акă, çак кунсенче шăпах искусство шкулĕнче ачасен батик мелĕпе ăсталанă картинисен выставки уçăлнă. Унта вĕренекенсен чи лайăх 15 ĕçĕпе паллашма пулать.

Н.АБДЮШЕВА.

Источник: "Каçал Ен"