Никита - Кремль хорĕнче

Çак кунсенче районти искусство шкулне савăнăçлă хыпар килчĕ. Музыка преподователĕ Ираида Спиридонова патĕнче ăсталăха вĕренекен Никита Воронов Кремльте иртекен концерта хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Раççейĕпе çак концертра 900 ача юрлать, çав йышран 11-шĕ - Чăваш Енрен. Никита Раççейри ача-пăча хорĕн йышне лекнĕ. Концерт декабрĕн 27-мĕшĕнче иртет. Репетицисем вара декабрĕн 22-мĕшĕнчех пуçланаççĕ. Никитăна ăнăçу сунатпăр, çитĕнỹпе саламлатпăр.

Ф.ГИБАТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"