Ташăçăсен черетлĕ çĕнтерĕвĕ

Декабрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх культура тата искусство институтĕнче регионсем хушшинчи "Пултарулăх вырăнĕ" конкурс иртнĕ. Унта районти искусство шкулĕн ташăçисем хутшăннă. "Островок" ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т.Иванова) "Ача-пăча ташши" номинацире II степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Анастасия Чипчигинăна вара фестивалĕн I степеньлĕ Дипломĕпе чысланă.

Н.КОВШОВА.

Источник: "Каçал Ен"