Искусство шкулĕн маттурĕсем

Ачасемпе çамрăксен Филипп Миронович Лукин ячĕпе хисепленекен "Тăри - 2017" хор конкурсĕ кăçал Раççейре 4-мĕш хут иртрĕ. Унта 51 творчество коллективĕнчи 1000 яхăн çамрăк хутшăнчĕ.

Килнĕ хăнасемпе конкурс участникĕсене Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Шупашкар хулин депутачĕ Анна Спиридонова, конкурс жюрийĕн председателĕ, РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ, РФ халăх артисчĕ, Эдуард Маркин профессор, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ, РФ халăх артисчĕ Морис Яклашкин профессор, халăхсен хушшинчи хор союзĕн вице-президенчĕ, "Мышкинская сказка" ассамблея директорĕ, Болгаринчи тĕп правлени союзĕн членĕ Евгений Сметанин ăшшăн саламларĕç.

Комсомольски искусство шкулĕн вĕренекенĕсем хисеплĕ конкурса çулсерен хутшăнса пуçтарăннисене пултарулăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне унта хăйсен ăсталăхне те туптаççĕ. Вĕсене çак çăмăл мар ĕçре опытлă педагогсем Ирина Владимировна Спиридонова, Наталия Вадимовна Ковшова, Владимир Петрович Михайлов концертмейстер тата Ольга Николаевна Спиридонова çамрăк педагог пулăшса пыраççĕ.

Кăçал конкурса вăтам çулхи ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Роман Тамберг архидиаконăн "Русь называют святой", "Белая береза" чăваш халăх юррине тата М.Пляцковский сăввипе В.Синенко композитор çырнă "Птица музыки" произведенисене юрларĕç. Жюри членĕсем хор шăрантаракан юрăсем пархатарлă терĕç, пĕр кăлтăксăр янăраканскерсемпе киленчĕç. "Хоровое исполнительство" номинацире Комсомольски искусство шкулĕн вĕренекенĕсем 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕç.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"