Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче çурхи канмалли кунсем вăхăтĕнче преподавательсем хушшинче "Ступени мастерства" професси конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ - талантлă вĕрентекенсене тупса палăртасси тата вĕсене пулăшса пырасси.
Асăннă конкурс вĕрентекенсем хушшинче кăçал та виçĕ номинаципе - "Моя исполнительская деятельность", "Мастерство концертмейстера", "Педагог-ученик" иртрĕ. "Расти, моя калинушка" вырăс халăх юррине Галина Степановăпа Татьяна Макарова шăрантарни кашнин кăмăлнех уçрĕ. "Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать" чăваш халăх юррине вара Сергей Просвирнов юрларĕ.
"Лира" ансамбль "Светит месяц" юрра акапелла (музыка инструменчĕсемсĕр) уççăн янăратрĕ. Виктор Кокшинпа Альберт Галкин балалайкăпа, гитарăпа выляса пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. "Лира" ансамбль пирки калас пулсан, вăл тинтерех, конкурса хатĕрленнĕ кунсенче çеç, çуралнă-ха. Ăна йĕркелекенĕ - Ирина Спиридонова.
Каникул кунĕсенче преподавательсем культура профилĕллĕ вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес кăмăллă пулас выпускниксемпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ачасене фестивальсемпе конкурссене хатĕрлеççĕ.
Ф.ГИБАТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"