Çитĕнỹсемпе савăнмалла

Районти искусство шкулĕнче пултарулăхне аталантаракан ачасем - нумай конкурс, выставка, олимпиада çĕнтерỹçисем. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ савăнаççĕ.

Акă, нумаях пулмасть ỹнер уйрăмне çỹрекен Анастасия Горбуновăпа Сильвина Лукина Пĕтĕм Раççейри ачасен "Эпĕ - пулас художник" олимпиадăн Шупашкар хулинче йĕркеленĕ тапхăрĕнче палăрнă. Анастасийăпа Сильвина "Дизайн костюма" номинацире тĕрлĕ ỹсĕмсенче I степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.

Çавăн пекех ỹнер уйрăмĕн вĕренекенĕсем Валерия Воронова, Варвара Владимирова регионсем хушшинчи пултарулăх конкурсне хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне лекнĕ. Валерия "Живопись" номинацире, Варвара "Графика" номинацире палăрнă. Вĕренекенсене Надежда Абдюшева педагог тĕрлĕ ăсталăха хăнăхтарать. Вăл тăрăшнипех ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, çĕнтерỹпе савăнтараççĕ.

Ф.ГИБАТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"