Фортепианăпа калать, ăста ỹкерет

 Шупашкарта Э.М.Юрьев художник парнине çĕнсе илессишĕн ача-пăча хушшинче ỹкерчĕксен конкурсĕ республикăра     17-мĕш хут иртрĕ. Вăл 2015 çулта çĕнĕ шая тухма пултарчĕ: паянхи кун ача-пăча конкурсĕ Пĕтĕм тĕнчипе иртет. Унта Чăваш Республикинчи ỹнер тата искусство шкулĕсемсĕр пуçне, хальхи вăхăтра Раççейри, çавăн пекех çывăхри ют çĕршывсенчи ачасем те хутшăнма пултараççĕ.

Кăçал Чăваш Республикинчи Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви ирттерекен ача-пăча художество конкурсне 33 регионтан пурĕ 574 ĕç тăратнă. Конкурс пирки каласан, вăл икĕ номинаципе - "Я мечтаю...", "Дипломная работа" (станковая композиция, выполненная в 2016 году) - иртнĕ. Унта 4 категорири 5-7, 8-10, 11-13, 14-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултарнă.

Çак сумлă конкурса районти искусство шкулĕн вĕренекенĕ Валерия Ефремова тата Ангелина Артемьева хутшăннă (ертỹçи Н.Абдюшева). Вĕсем иккĕшĕ те Дипломсене тивĕçнĕ. Валерия пирки каласан, вăл питĕ хастарскер, яланах малтисен йышĕнче пулма тăрăшать. Искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕнче 2-мĕш çул ăс пухаканскер, ашшĕ-амăшне "4" тата "5" паллăсемпе çеç савăнтарать. Унпа пĕрлех хĕр музыка уйрăмĕнче те ăсталăхне туптать. Вăл фортепианăпа калать. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Валерия республикăри "Свет Рождества" фестиваль-конкурсра фортепианăпа каласа виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. 2016 çулхи март уйăхĕнче хĕрача Пĕтĕм Раççейри "Мелодинка" куçăмсăр музыка конкурсĕнче 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Музыка ăсталăхне вара Валерийăна Любовь Петрова педагог вĕрентет.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"