Шăнкăрти уçă саслă пике

Районти искусство шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Ара, кунтан пулас ỹнер ăстисемпе юрăçсем тата çавăн евĕр ытти пултаруллă харсăрсем туптанса тухаççĕ-çке. Çакăн пек хастар пикесенчен пĕри - Виктория Данилова.

 Хĕрача Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă. Мĕн пĕчĕкренех уçă саслă пикене аслисем хушма пĕлỹ илме искусство шкулне яраççĕ.

 - Викăна Турă çут тĕнчене юрлама янă тейĕн, вăл питĕ талантлă. Унăн сасси ыттисенчен хăйевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать, ăна итленĕçем итлес килет: вăл шăнкăрти шыв юххи пек те. Юхнăçем, кашнин чĕрине хумхантарать, - терĕ хĕрачан сасси пирки Ираида Спиридонова вĕрентекен.

 Ираида Владимировнăпа Вика 5 çул ĕнтĕ пĕрне-пĕри пĕлеççĕ. Хĕрачара талант пуррине вĕрентекен пĕрре итлесех курнă-туйнă. Чун сисĕмĕ, чăн та, вĕрентекене улталаман. Часах Вика шкул, район шайĕнчи конкурс-фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пуçлать. Каярах çĕнтерỹçĕ çамрăка республикăри ăмăртусенче район чысне хỹтĕлеме шанаççĕ. Вăл нумай-нумай ăмăртура çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Тĕслĕхрен, 2017 çулхи апрель уйăхĕнче иртнĕ "Шаг в будущее" смотр-конкурса хутшăнса I степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Кăшт маларах, 2016 çулта, хĕрача "На Волжских просторах", Пĕтĕм Раççейри вокалпа "Янрав" хор фестиваль конкурсĕсенче "Пĕччен юрлани" номинацире - III тата II степеньлĕ лауреат. Кăçал республикăра ача-пăча хушшинче иртнĕ "Жемчужины Чувашии" фестиваль-конкурсра мала тухса "Орленок" лагерьте канма путевка çĕнсе илнĕ. "Сурские узоры" конкурсра вара I степеньлĕ дипломант ята тивĕ-çет.

Пултаруллă хĕрупраç вĕренỹре те ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать.

- Пурнăç çулне искусствăпа çыхăнтарас тетĕп. Пушă вăхăт сахал, анчах та вăл тупăнсанах алла кĕнеке тытатăп. Кĕнеке - манăн çывăх тус. Çĕнĕ кĕнекесемпе ытларах электронлă верси урлă паллашатăп, - тет маттур хĕрача, - мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра кĕнекесем питĕ хаклă.

Мал ĕмĕтлĕ Вика умри тĕллевĕсене пурнăçлама кăçал Шупашкара çул тытнă. Вăл кунта Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Вика, çутă ĕмĕтỹсем пурнăçланмалла пултăр. Эпир сана шанатпăр.

 А.ИСАЕВА.

 

Источник: "Каçал Ен"