Экскурси кăмăла çĕклерĕ

Нумаях пулмасть районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем тата "Вознесение Господня" чиркĕве çỹрекенсем Улатăр хулинче пулса курчĕç. Вĕсем чи малтанах унти чиркỹсемпе мăнастирсене çитрĕç, вĕсен историйĕпе туллин паллашрĕç.

 Улатăр хулинчи Иверски Турă амăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи "Ковчег" вырсарни шкулĕн йыхравĕпе искусство шкулĕнчи хор ушкăнĕ "Раштав кăшăлĕ" уява хутшăнчĕ. Раштав уявне халалланă праçнике Улатăр епархийĕ йĕркеленĕ. Унта вĕренекенсем тĕрлĕ юрăсем шăрантарнипе пĕрлех пухăнса вылярĕç, сăвăсем каларĕç. Ачасене асăнмалăх парнесем тата пылак çимĕç парса хавхалантарчĕç. Вĕсем тулли кăмăлпа киле таврăнчĕç.

 

О.СПИРИДОНОВА

 

Источник: "Каçал Ен"