Янăрарĕ хаваслă ача сасси

Янăрарĕ хаваслă ача сасси

Декабрĕн 13-мĕшĕнче Аслă Чурачăк культура çуртĕнче районти пултарулăх ушкăнĕсен «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл хăй тавра ача-пăчасене пиллĕкмĕш хут пуçтарчĕ. Фестивале 2012 çулта пуçарнă, унтанпа унта мĕн чухлĕ шăпăрлан юрласа, ташласа тĕлĕнтермен-ши? 
Кăçалхи уявра районти ачасен 40 коллективĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекенсем те куракансене юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç. «Кашни ача паха йышши чул пекех хăйне евĕрлĕ çутатать. Фестиваль хыççăн тата та вăйлăрах çутатма пуçлаччăр пултаруллă ачасем», — терĕ фестивале уçнă май ачасен «Тевет» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Татьяна Макарова. Шăпах «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурс Аслă Чурачăкри ачасен «Тевет» фольклор ушкăнĕн ертÿçисем йĕркеленипе тата Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕ пулăшнипе иртет. «Тевет» фольклор ушкăнĕ шкулта вĕренекенсене пĕр йыша пуçтарать. Ачасем район, республика, унăн тулашĕнчи конкурссене те пĕрре кăна мар хутшăннă. Вĕсем 25 çул хушшинче хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе куракансене тыткăнлама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Конкурс, çамрăксен пултарулăхне малалла аталантарнипе пĕрлех, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет. Сцена çинче чăваш, тутар тата вырăс халăх юррисемпе ташă кĕввисем янăрарĕç. Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри хак пачĕ. Чи лайăх та пултаруллă ушкăнсене Дипломсем парса чысларĕç.
С.ПРОСВИРНОВ.