Районти ача-пăча искусство шкулĕн тĕрлĕ ялсенче филиалсем пур. Унта çÿрекенсем мĕн пĕчĕкренех илемлĕх тĕнчине туйма хăнăхаççĕ, юрă-ташăпа çывăхланаççĕ, сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ.
2002 çулта Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ çумĕнче «Дуслык» фольклор ансамблĕ йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхри тутар халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантаракансене хатĕрлес тĕллевпе пулчĕ çакă. Ачасем унта çÿреме хапăлласах килĕшни пире савăнтарчĕ. Унтан искусство шкулĕн филиалĕ те уçăлчĕ. Халĕ унта фольклор çеç мар, халăх ăсталăхĕн, ташă, хор, алă ĕçĕ уйрăмĕсем те пур.
Паянхи кун филиала çÿрекенсен йышĕ 30 çынран та иртрĕ. Ачасемпе эпир тăтăшах занятисем ирттеретпĕр, районта йĕркелекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Вĕсем çитĕнсен ĕç-хĕлне чăн-чăн искусствăпа çыхăнтармасан та, кунта куллен ăсталăха туптани пурнăçĕсенче кирлĕ пуласса шанса тăратпăр.
Ачасем хушшинче чăннипех те пултаруллисем сахал мар. Вĕсемпе тăрăшса ĕçлени, искусство тĕнчипе çывăхрах паллаштарни, ăсталăх тĕввине аталантарни çеç кирлĕ.
Акă, Рилия Мирзетзянова шкула кайичченех телевизорпа кăтартакан артистсене кăсăкланса пăхнă, вĕсем юрлакан юрăсене вĕренме тăрăшнă, тыткаларăшĕсене пăхса хусканусем тума хăнăхнă. Вăл 6—7 çултах тутар юррисене шăрантарнă. Паллах, амăшĕ те, Энже Акремовна, талантлă хĕрне нумай пулăшу панă. Вăл хăй те Урмаел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне унти искусство шкулĕн филиалне çÿренĕ.
Шкулта вĕренме пуçласан Рилия филиала çÿреме тытăнчĕ. Вăл пире пултарулăхĕпе тÿрех тыткăнларĕ. Ÿснĕçемĕн ăсталăхĕ те пысăкланчĕ. Вăл сцена çинче уçă та янăравлă сассипе шăрантаракан юрăсене куракансем хапăлласах йышăнаççĕ. Çакă хĕр ачана питĕ хавхалантарать, ăсталăхне туптама хăват парать. Р.Мирзетзянова тĕнче шайĕнчи «Урмай Залида», республикăри «Цветы Чувашии», районти «Ача-пăча сасси» тата ытти фестивальсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнать, яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.
Хĕр ача вĕренÿре те питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах географи, акăлчан чĕлхи предмечĕсене кăмăллать. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.
Рилия шкул пĕтерсен акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленет. Музыка вара яланах унпа юнашар. Хĕр ача çитĕнсен кирек мĕнле професси суйласа илес пулсан та кĕвĕ-çемĕпе, юрă-ташăпа яланах çывăх пуласси куç кĕрет.
Хастар хĕр ачана малашне те ăнăçу сунатпăр. Рилия, тăрăш, ăсталăхна тупта, куракансене нумай-нумай хут хăвăн илемлĕ сассупа савăнтар!