Тăван чěлхе – таса çăл куçě,
Тăван чěлхе – телей шевли.
Тăван чěлхе çěн алăк уçă
Куллен кунах пире валли.
Тăван чěлхе – телей шевли.
Тăван чěлхе çěн алăк уçă
Куллен кунах пире валли.
Комсомольскинчи ачасен искусство шкулěнчи Чурачăкри структура подразделенийěнчи ачасен «Тевет» фольклор ушкăнěнче чăваш чěлхине халалланă уяв каçě иртрě. Ěмěрсем хушши аталанса пынă чăваш чěлхи пуянлăхěпе çывăхрах паллаштарчě чăваш фольклор уйрăмěн ертÿçи Татьяна Макарова.
Мероприятине хутшăннă ачасем И.Я. Яковлев çинчен йěркеленě кěнеке выставкипе те паллашрěç. Ачасем хаваспах тăван чěлхене юратса сăвăсем вуларěç, юрăсем юрларěç, ташă ташларěç. Уяв каçне илемлě тăванлăх юррипе вěçлерěç.