Уяв ячĕпе юрă-кĕвĕ
14.11.2022 - Редакция
Çак кунсенче район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Çак ятпа ача сачĕн коллективне районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем саламларĕç.
Хор уйрăмĕн пĕрремĕш класне çӳрекенсем (ертӳçи Ольга Воронова) тата «Вербочки» вокал ансамблĕ (ертӳçи Ираида Спиридонова) пухăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех искусство шкулĕн вĕренекенĕсем фортепианăпа илемлĕ кĕвĕсем каласа кăтартрĕç.
Ача сачĕн заведующийĕ Анна Албутова уяв ячĕпе саламланăшăн чĕререн тав турĕ. Çамрăк аристсене, вĕсен ертӳçисене Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Ачасен пĕчĕк концерчĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Пĕчĕк шăпăрлансене ача сачĕ хыççăн иксусство шкулĕнче кĕтетпĕр.
О.Воронова,
преподаватель.