Статья Ача-пача.

Статья Ача-пача.

                          «Ача-пăча сасси» тепěр хут янăрарě

   2022 ҫул – Раҫҫейре халӑхсен культура пуян еткерлӗхне сыхласа хӑварассин ҫулталӑкě. Пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, районта та ҫак ҫулталӑка халалласа тӗрлӗ енлӗ нумай мероприяти иртрӗ. Районти ачасен искусство шкулӗ кӑҫал та ҫак ҫулталӑка халалласа  йӑлана кӗнě «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурса 9-мӗш хут йӗркелерӗ. Ăна Аслӑ Чурачӑкри ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи тата районти ачасен искусство шкулӗ пуçарăвӗпе 2012 çултанпа ирттереççӗ.

     Хальхи вăхăтра халăх юррисене шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Ачасем – пирӗн пуласлӑх тетпӗр. Мӗн пӗчӗкрен вěсене тӑван халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхне вӗрентсе хӑварни йăли-йěркине , аталантарса пыни паха.

     Кăçал та çамрăк артистсем нумай пулнине палăртмалла. Хамăр районти коллективсемсěр пуçне фестиваль-конкурсра Патӑръел, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пултаруллӑ ачасем те тупӑшрӗҫ. 

    Çак фестиваль-конкурса  ирттерсе эпир тӑван халăхӑн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи халӑх юррисене, ташшисене сыхласа хăварса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçаруллă ачасене тупса палӑртасшӑн.

     Жюри членěсем çамрăк артистсене тӗрлӗ номинацисенче хакларĕç: пӗччен юрлакансем, ушкӑнпа юрлакансем, халӑх ташшине юратакансем тата тӗрлӗ халӑх музыка инструменчӗсем ҫинче вылякансем.

     Халăх йăли-йěркин пуянлăхěпе паллаштарасси шкул çулне çитмен ачасенченех пуçланнине уйрăмах ырламалла. Ку енěпе Аслă Чурачăк вăтам шкулě çумěнчи шкул çулне çитмен ачасен кěске вăхăтлăх ушкăнěнче, район центрěнчи «Рябинушка», «Радуга», Урмаелěнчи «Лейсан» ача сачěсенче тăрăшнине палăртмалла. Пěчěккисем сцена çине тухсан чун савăнса тăрать. Çавăн пекех Аслă Чурачăк, Тукай Мишер вăтам, Хирти Явăш тěп, Çěнě Мăрат вăтам шкулěн Тăманлă Выçли уйрăмěнче вěренекенсем те çак фестиваль-конкурса хастар хутшăнаççě, çулсеренех паха номерсемпе савăнтараççě.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.