Тěлпулу иртрě

Тěлпулу иртрě

      Пěлÿпе ăс паракан çулталăка халалласа  Чурачăкри фолькор уйрăмěнче вěренекен ачасем ěç ветеранěпе, Аслă Чурачăк шкулěнче нумай çул хушши вăй хурса ěçленě вěрентекенпе Екатерина  Алексеевна Еремеевăпа тěлпулу иртрě.

     Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест. Ачасем чăвашсен çĕнĕ çырулăхě йĕркеленни, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни çинчен нумай информаципе пуянланчěç. Вěсем  халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен те пěлчěç.
    Аслă ăрури вěрентекен каласа панине ачасем тěлěнсе тимлěн итлерěç. Ыйтусем парса кирлě хуравсем илчěç.